Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Манӑҫми Анатолий Розов

Анатолий Розов художникпа эпӗ 1993 ҫулта Ҫӗрпӳсен «Ҫавал» ентешлӗхӗ йӗркеленнӗ хыҫҫӑн паллашрӑм. Вӑл пултаруллӑ монументалист скульптор, сӑрӑ ӑсти, театр режиссерӗ пулнине пӗлнӗ-ха унччен. Мускав–Самар–Зольно ҫулӗсем пӗрлешнӗ вырӑнта 1979 ҫулта Розов проекчӗпе туса лартнӑ вун тӑватӑ метр ҫӳллӗш автан пирки те илтнӗ. Каярах Анатолий Сидорович хӑй ҫуралнӑ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗн сӑн-сӑпатне ҫӗнетес тата илем кӳрес енӗпе чылай ӗҫлерӗ.

Ҫӗрпӳ хулине никӗсленӗренпе 400 ҫул ҫитнине халалласа ШупашкарХусанКанаш ҫулӗсем пӗрлешнӗ ҫӗрте лартнӑ 15 метр ҫӳллӗш монумент пирӗн района кӑна мар, пӗтӗм республикӑна мӑнаҫлӑх кӳрет. А.С. Розов чӑваш халӑхӗпе унӑн аваллӑхне, паянхи пурнӑҫа сӑнлакан чылай ӳкерчӗк парнелесе хӑварчӗ пире.

Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурамал Туҫа ялӗнче ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче паттӑрла вилнӗ Иван Викторов поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине чаплӑ уявлама хатӗрленеттӗмӗр вунӑ ҫул каялла. «Ҫавал» ентешлӗх ертӳҫи В.Е.Егоров пире ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗпе А.С.Розовпа тӗл пултарчӗ.

Анатолий Сидорович питӗ кӑмӑллӑ ҫын пулни тӳрех сисӗнчӗ. Вӑштӑр-ваштӑр калаҫать. Куҫне хӗссе шӳтлеме юратать. Кулӑш ӑсти. Анекдот каласа култарса вӗлеретчӗ. Кӗҫех вӑл пире И.В. Викторова чысласа лартма хатӗрленӗ палӑк ӗлкипе паллаштарчӗ. Пӗрре пӑхсан эпир нимех те ӑнланаймарӑмӑр. Ҫакна сисрӗ А.Розов, хӑех сӑмах пуҫларӗ: «Иван Хурамал ачи, пӗчӗк чухне Энӗш шывӗ хӗрринче выляса ҫӳреме юратнӑ. Кунта вӑл пӗчӗк ҫавра чулсене шыва сиктерсе пеме кӑмӑлланӑ. Ҫавра е лаптак чул шыв тӑрӑх сике-сике ункӑ хӑварса малалла вирхӗнет. Ҫав пулӑмпа, шыв ҫинчи асамлӑ ӳкерчӗкпе, киленме юратнӑ иккен ача чух Иван Викторов». Чӑнах та, хутлӑ-хутлӑ хум ӳкерчӗке никӗсе хурса калӑплама палӑртнӑ палӑка кӳлепеҫӗ.

Вӑл ҫыравҫӑ шӑпипе кӑсӑкланнӑ иккен, фронтри кун-ҫулне аван пӗлнӗ. Ҫапӑҫура йывӑр аманнӑран фашистсен тыткӑнне лекнӗ Иван Викторов концлагерьтен икӗ хутчен тарать. Нимӗҫсене пирӗн салтаксем ӑҫта вырнаҫнине, вӗсен мӗнле хӗҫ-пӑшал пулнине каламасть. Парӑнман паттӑра 1944 ҫулхи шартлама сивӗре ҫарамаслантарса, сивӗ шывпа сапса шӑнтса вӗлернӗ. Паттӑр Карбышев генерала асаплантарнӑ пек.

2001 ҫулхи ҫулла А.С.Розов Ҫӗрпӳ районӗнчи Хурамал Туҫа ялне килчӗ. Иван Викторов палӑкне лартмалли вырӑна палӑртрӑмӑр. Иккӗн ӗҫлеме ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе Розов хӑйӗнпе пӗрле Хурамал ҫыннине Ехрем Левине (Леонид Ефремова) чӗнчӗ. Лешӗ хавасланса килӗшрӗ.

Икӗ эрнерен Хурамал ял ҫӑви варринче Викторов поэт-журналист ячӗпе хӑйне евӗрлӗ те мӑнаҫлӑ чул палӑк ӳссе ларчӗ. Вак чулсем Энӗш шывӗ чӗррӗн хумханнӑ пек кӑтартаҫҫӗ. Ҫав хутламсем палӑк никӗсӗнчен ҫӳлелле ҫаврӑна-ҫаврӑна хӑпараҫҫӗ. Паллӑ скульптор палӑкӗнче шыв хӑвачӗ нимӗҫсен тыткӑнне лекнӗ поэт ирӗке туртӑннине пӗр тӗвве ҫыхать.

Унӑн никӗсне Белоруссире пытарнӑ Викторов вил тӑпри ҫинчен илсе килнӗ ҫӗре хутӑмӑр.

Ҫак паллӑ кун ялӑн чи хисеплӗ хӑни Анатолий Розов пулчӗ. Вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне Иван Викторов ҫыравҫӑн паттӑрлӑхӗпе ҫыхӑнтарса Хурамал ҫыннисен асӗнче ӗмӗрлӗх ырӑ ят хӑварчӗ.

Геронтий Никифоров.
ЧР, Ҫӗнӗ Шупашкар.
«Тантӑш», 2011, ака, 17


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-12-14 00:34:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4066 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем